Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ӑмӑртура (Волгин В.)


Ҫырма-ҫатраллӑ вӗтлӗх витӗр,
Хир тӑрӑх, чӑнкӑ сӑртсемпе
Ҫӗн йӗр хывса эп кайӑк евӗр
Вӗҫсе пыратӑп йӗлтӗрпе.

Юлташсемпе пӗрле сыхлатӑп
Ӑмӑртура эп шкул чысне.
Ҫитет-ха ҫамрӑк вӑй-хӑватӑм,
Упрасчӗ унӑн хисепне.

Пиртен килет дружина чысӗ,
Юлташӑмсем, тухар мала!
Мухтавлӑ ҫамрӑклӑхӑн призӗ
Пулсан та — пирӗн пулмалла!

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми